Swiftkey - ҫӗнӗ чӑваш сарӑмӗ
Swiftkey on Microsoft with App Store and Google Play links.
we're not kids anymore.

tannertan36

Love Begins
PUT YOUR BEARD IN MY MOUTH
Xuebing Du

祝日 / Permanent Vacation

#extradirty
Aqua Utopia|海の底で記憶を紡ぐ

★

ellievsbear
$LAYYYTER

Discoholic 🪩
taylor price
Today's Document

shark vs the universe

Origami Around
almost home

Kaledo Art
Claire Keane
2025 on Tumblr: Trends That Defined the Year

seen from United States

seen from United States
seen from United States

seen from Russia
seen from Brazil
seen from Mexico
seen from Brazil
seen from Italy
seen from United States
seen from United Kingdom
seen from Türkiye

seen from United States

seen from United Kingdom
seen from Syria

seen from France
seen from United States
seen from United States
seen from Singapore
seen from United States

seen from United States
@cvsoft
Swiftkey - ҫӗнӗ чӑваш сарӑмӗ
Swiftkey on Microsoft with App Store and Google Play links.
Andrey Fetisov туса хунӑ iOS валли чӑваш сарӑмӗ. Кунта Шӗветре (Швецире) вӑл 10 крон тӑрать - 50 тенкӗ пулмалла. https://appsto.re/se/E4dO_.i
Чӑваш кӗнекисене сканласа пдф-ласси
Паян эпӗ мӗнле чӑваш кӗнекисене сканласа пдф-ламаллине кӑтартасшӑн. Аллӑмра Чӑваш Синтаксис кӗнеке.
1 Ӳкер
Кашни страницӑна ӳкермелле. Original папкинче упра
2 Кас
Страницӑсене касса яр. Gimp е Photoshop усӑ кур. Май пулсан Aspect Ratio усӑ кур. Пӗтӗм страницӑна 001, 002, 003 ятпа упра Cut папкинче упра
3 Пӗчӗклет
Пдф кайран чылай пысӑк пулмалла мар тесен, ӳкерчӗксене пӗчӗклетмелле. Папкине копилесе "minified" ят пар. Linux- ра ҫакӑнпек комманда усӑ кур:
mogrify -resize 40% *png
4 Ҫӗле
Вӗҫ страницӑсене "ҫӗлесе" пӗрлештер. Linux-ра ҫакӑн пек комманда усӑ кур: convert -page A4+0+0 -density 300x300 *.png out.pdf
5 Пайлаш
Контактра, Фэйсбукра татат ыттисенче те вырнӑҫтар, туссемпе пайлаш. Ак тӗслӗхрен Контактра
Чӑвашла пӗр программӑ лартмасӑр сайтсенче мӗнле ҫырмаллине кӑтартатпӑр.
2015 ҫул лайӑх пуҫланать. Чӑваш халӑх сайчӗ стандартлӑ кирилл саспаллисене куҫрӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш тетелӗшӗн калама ҫук пӗлтерӗшлӗ.
Чӑваш саспаллисен сарӑлни
Паян кун чӑваш алфавичӗ 37 саспаллинчен тӑрать. Нумай пулмасть эпир iPhone валли чӑваш сарӑмӗ тума тытӑнтӑмӑр. Чи чылай эпир 31 саспалли пӗрремӗш экранне лартма пултаратпӑр. Ҫакӑнпа Аҫтахар (chuvash.org администраторӗ) чӑваш саспаллисене сарӑлнине шутларӗ, чӑваш халӑх сайчӗн хыпарсенче те электронлӑ вулавӑшра та. Вӗсем аялта пур. Эпир "чӑваш мар" саспаллисене кӑлартӑмӑр та, ӑӗҫ латтинлисемпе ӑӗҫ кириллисене пӗрле шутларӑмӑр. Кайран лайӑх курасса диаграмма турӑмӑр.
Чӑваш сарӑмне валли пирӗн ултӑ саспалли кӑлармалла. Чи сайра саспаллисем: Ё Ъ Щ Ж Ф Ц.
Ак кунта статистика пӗтемпех (2014-12-25):
http://1drv.ms/1zALXo5
Атя, саспаллисене хупӑ та уҫӑ сасӑсене пӗлтерекеннисене пайлар. Уҫӑпа хупӑ сасӑсен паллисем питӗ юнашар тӑрмалла мар. Чӑваш чӗлхинче нумай сӑмахсенче хупӑ сасӑ хыҫҫан уҫӑ сасӑ килет, уҫҫи хыҫҫӑн хуппи килет. Сасӑсене сарӑлни кура сарлатпӑр:
Ак кунта Аҫтахар сӗннӗ сарӑмӗ пулать (сарӑпа)
Firefox сӑмахсарӗ
Виҫ-тӑват ҫул каялла Firefox чӑвашла куҫарнӑччӗ. Ак кунтан ку сӑмахсарӗ
Английский язык Чувашский язык Русский язык Add-ons Хушӑмсем Дополнения Back Каялла Назад Basic page style Хутлӑхӑн тӗп стилӗ Основной стиль страницы Bookmark all this Кантӑксене карт хур Добавить вкладки в закладки Bookmark this page Хутлӑха карт хур Добавить страницу в закладки Bookmarks Картсем Закладки Bookmarks toolbar Карт ҫӳлӗкӗ Панель закладок Character encoding Паллӑсен тӗрри Кодировка Check for updates Ҫӗнӗлӗх пурине пӗл Проверить наличие обновлений Clear private data Хӑвӑнне хурат Удалить личные данные Close (window) Чӳречене хуп Закрыть окно Close tab Кантӑка хуп Закрыть вкладку Copy Копи ту Копировать Customize Майла Настроить Cut Кас Вырезать Decrease Пӗчӗклет Уменьшить Delete Хурат Удалить Downloads Тиев Загрузки Edit Тӳрлетӳ Правка Error console Йӑнӑшсен консолӗ Консоль ошибок Exit Тух Выход File Файл Файл Find again Теприне туп Найти следующее Find in this page Ҫак хутлӑхра туп Найти на этой странице Forward Малалла Вперед Full screen Тулли экран Полноэкранный режим Help Пулӑшу Справка Help contents Пулӑшу шалашӗ Содержание History Асӑм Журнал Home Кил хутлӑхӗ Домашняя страница Import Кӳр Импорт Increase Пысӑклат Увеличить Insert Кӗртсе лар Вставить Minimize Хӗс Свернуть Navigation toolbar Ҫӳрев ҫӳлӗкӗ Панель навигации No style Стильсӗр Без стиля Normal Виҫеллӗ Обычный Open file Файла уҫ Открыть файл Open location Адреса уҫ Открыть адрес Options Майлав Настройки Organize bookmarks Карт йӗркелӳ Управление закладками Page info Хутлӑх ҫинчен Информация о странице Page setup Хутлӑх капашӗ Параметры страницы Page source Хутлӑхӑн кӑк тӗрри Исходный код страницы Page style Хутлӑх стилӗ Стиль страницы Paste Вырнаҫтар Вставить Print Пичетле Печать Print preview Пичет умӗнхи курӑм Предварительный просмотр Quit Вӗҫле Выход Recently closed tabs Тин хупнӑ кантӑксем Недавно закрытые вкладки Redo Каллех ту Повторить Release notes Кӑларӑма ӑнлантарни Примечания к релизу Reload Ҫӗнет Обновить Report broken web site Йӗркесӗр веб-сайт ҫинчен систер Сообщить о некорректно работающем веб-сайте Report web forgery Суя веб-сайт ҫинчен систер Сообщить о поддельном веб- сайте Save page as Упрамалли май Сохранить как Select all Пӗтӗмпех палӑрт Выделить все Send link Асӑну ӑсат Отправь ссылку Show in sidebar Айккинчи ҫӳлӗкре уҫ Открыть в боковой панели Sidebar Айккинчи ҫӳлӗк Боковая панель Status bar Тӑрӑм йӗрки Строка состояния Stop Чар Остановить Subscribe to this page Ҫак хутлӑха ҫырӑн Подписаться на ленты новостей Tab Кантӑк Вкладка Text size Текст виҫи Размер шрифта Toolbars Хатӗр ҫӳлӗкӗсем Панели инструменты Tools Хатӗрсем Инструменты Undo Ан ту Отменить User Уса курӑн (Усӑҫ) Пользователь View Курӑм Вид Web search Веб шырав Поиск в Интернете Window Чӳрече Окно Work offline Ҫыхӑнмасӑр вӗҫле Работать автономно Zoom Сар Развернуть
Пӗчӗк лайӑхлану: Linux-ра тӗрӗс чӑваш саспаллисемпе ҫырма пулать
Нумай пулмасть эпир Ubuntu-ра чӑваш сарӑмӗ пурри ҫинчен ҫыртӑмӑр. Мӗнле туни ҫинчен chuvash.eu блогра, freedesktop багзилла-ра та вулама пулать. Твиттерта Сергей Арсентьев чӑваш саспаллисем тӗрӗс маррине палӑртса хуравларӗ. Ун хыҫҫӑн эпир Ubuntu-ри чӑваш сарӑмне тӗрӗслентерсе лайӑхлантартӑмӑр.
Пӗчӗк лайӑхлану: чӑвашла сӑмахсарта та вырӑс сӑмах шырама пулать
Пысӑк лайӑхланусем вӗсем лайӑх, анчах та пӗчӗк утӑмсем пӗлтерӗшлӗ. ChuvashSoft, чӑваш компьютерсемпе программӑсене аталантарас тесен кашни лайӑхлантару пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашсемшӗн ӗҫ, вӗренӳ, вӑйӑ ҫӑмӑллатарсан, ку лайӑхланусене пӗлтермелле.
samah.chv.su Чӑваш сӑмахсарта тахҫантанах чӑваш сӑмах шырама пултартӑмӑр, тахҫантанах вырӑсла сӑмах пуххинче шырама пултартӑмӑр. Халь ҫӗнӗлӗх пур ӗнтӗ: вырӑс сӑмах чӑвашла сӑмахпуххинче шырама пулать. Тетел сӑмахсарӗ чӑвашла сӑмах пуххисенчи куҫару статьисенче те шырать.
Ак тӗслӗх: Ответ сӑмах шырасан, вырӑсла сӑмахпуххинче пӗр статья анчах. Чӑвашла сӑмахпуххисенче виҫҫӗ. Халь вара вӗсене валли каҫӑсем кӑтартать:
Чăваш сăмахсарне мобиллăнтартăмăр. Техника деталĕсем Мирон Толин акăлчанла блогĕнче.
Ubuntu операци системинче 2007 çултан чăвашла çырма пулать. Убунту ирĕклĕ те тӳлевсĕр операци системи. Пăртаках вĕреннĕ хыççăн питĕ лайăх ĕçлеме пулать, хастар та хăвăрт. Чи пĕлтерешли чăваш сарăмĕ пур. Нимĕн те ятарлăн лартма кирлĕ мар.
Listly List - Чăвашла сайтсем. Chuvash Web Sites - Терминсем. Онлайн калаçу, "Хавал" чăваш халăх пĕрлешĕвĕ, СУМ - электрон лавкка, Ирĕклĕ Сăмах | Чăваш интернет-хаçачĕ, Электронлă сăмахсар, Хыпарсем | ХЫПАР, Иегова Свидетелӗсен официаллӑ сайчӗ: jw.org, Википеди, Chuvash.Org, Сувар - Тутарстан Республикинчи чăвашсен обществăпа политика хаçачĕ, Чăваш юррисем, юмахěсем, халапěсем:, Тĕп страница - Чăваш наци конгресĕ, Чăваш Республики, Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх, and Чăваш чĕлхи комиссийĕ
Чăвашла сайтсен списокĕ. Хăшне манса кайрăмăр, хушăр, тархасшăн.
Çĕнĕ чăваш сарăмĕ Андроид валли
Android Play-ра питĕ лайăх апп пур: Multling Keyboard.
Унта чăваш сарăмĕ те пур. Twitter урлă калаçура авторĕ (@HanWriting) чăваш саспаллисене википедире тупрĕ тет.
Аппне лартнă хыççăн чăваш сарăмне суйласан программи хушу лартма сĕнет: Plugin Chuvash Чăвашла. Ку "плагин" чăваш сăмахсарне хушать. Унпа Multiling çырма пулăшать, тĕрĕс сăмах сĕнет. Аялти видеора пăхма пулать.
Авторĕсемпе google plus элĕнче çыхăнайатпăр.
Чăваш ăĕçӳ кириллицăран (латиницăран мар). Ку савăнтарать. Пулăслăхра стандартлă саспаллисене усă курасси лайăхрах.
Multiling-па шуса çырма та пулать (gesture input, swipe).
Аппне мĕнле лартмаллине кунта пăхма пулать:
Чӑваш сарӑмӗ Android-ра
ку пост ҫӗнӗ чӑваш сарӑмӗпе ҫыратӑп. Питӗ чаплӑ ӗҫлет вӑл. Ах мӗн тур. Вӑл swipe та ӑнланать. Ун ҫинчен кайран тӗплӗнрех ҫырӑп.
Пур те википедине пĕлет. Википедин интерфейсĕ те чăвашла. Википрограмма MediaWiki ятлă. Ăна http://translatewiki.net сайтĕнче куçарма пулать. Wikipedia чăвашла интерфейсĕн 13 проценчĕ хатĕр.
Ку сайтра урăх проектсене те куçарма пулать. Чăвашла проектсем: http://translatewiki.net/w/i.php?title=Special:LanguageStats&language=cv&group=core