Чӑваш саспаллисен сарӑлни
Паян кун чӑваш алфавичӗ 37 саспаллинчен тӑрать. Нумай пулмасть эпир iPhone валли чӑваш сарӑмӗ тума тытӑнтӑмӑр. Чи чылай эпир 31 саспалли пӗрремӗш экранне лартма пултаратпӑр. Ҫакӑнпа Аҫтахар (chuvash.org администраторӗ) чӑваш саспаллисене сарӑлнине шутларӗ, чӑваш халӑх сайчӗн хыпарсенче те электронлӑ вулавӑшра та. Вӗсем аялта пур. Эпир "чӑваш мар" саспаллисене кӑлартӑмӑр та, ӑӗҫ латтинлисемпе ӑӗҫ кириллисене пӗрле шутларӑмӑр. Кайран лайӑх курасса диаграмма турӑмӑр.
Чӑваш сарӑмне валли пирӗн ултӑ саспалли кӑлармалла. Чи сайра саспаллисем: Ё Ъ Щ Ж Ф Ц.
Ак кунта статистика пӗтемпех (2014-12-25):
http://1drv.ms/1zALXo5
Атя, саспаллисене хупӑ та уҫӑ сасӑсене пӗлтерекеннисене пайлар. Уҫӑпа хупӑ сасӑсен паллисем питӗ юнашар тӑрмалла мар. Чӑваш чӗлхинче нумай сӑмахсенче хупӑ сасӑ хыҫҫан уҫӑ сасӑ килет, уҫҫи хыҫҫӑн хуппи килет. Сасӑсене сарӑлни кура сарлатпӑр:
Ак кунта Аҫтахар сӗннӗ сарӑмӗ пулать (сарӑпа)













